Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тури Панкли

Тури Панкли (выр. Верхние Панклеи) — Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи ял. Вӑл Йӳҫкасси ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Сурӑм юханшывӗн ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 64 километр. Район центрне, Муркаш ялне ҫитме — 17 километр. Чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ 64 километрта вырнаҫнӑ.

Истори

Ялӑн историри ячӗсем: Пантлей Первый, Пантлей, Верхний Пантиклей, Верхний Панклей, Сорым Панклеи Верхние.

XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнче Преображенское (тепӗр ячӗ Сурӑм, хальхи Чӑваш Сурӑм) ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ ял пулнӑ. Кунти халӑх 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ; вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, пулӑ тытассипе, атӑ-пушмак ҫӗлессипе тата ҫӗвӗ ӗҫӗпе аппаланнӑ.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче 2 шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «В. Панклей» колхоз йӗркеленӗ. XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнчен пуҫласа 1927 ҫулччен ял Етӗрне уесӗнчи Шӑмат, Устински тата Чӑваш Сурӑм вулӑсӗсене, 1927–1944 ҫулсенче Элӗк районне, 1944–1959 ҫулсенче тата 1964 ҫултанпа Муркаш районне, 1959–1962 ҫулсенче Элӗк районне, 1962–1964 ҫулсенче Шупашкар районне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ улшӑнса пыни:

  • 1795 ҫул — 20 кил.
  • 1859 ҫул — 49 кил, 184 арҫын, 182 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 127 арҫын, 116 хӗрарӑм.
  • 1906 ҫул — 52 кил, 141 арҫын, 120 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 70 кил, 169 арҫын, 163 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 169 арҫын, 148 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 160 арҫын, 214 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 95 кил, 299 ҫын (153 арҫын, 146 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 85 уйрӑм хуҫалӑх, 269 ҫын (136 арҫын, 133 хӗрарӑм).

Кунта чӑвашсемпе вырӑссем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Ялта лавкка пур.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ял территорийӗнче «Ударник» ОПХ» ГУП ӗҫлет.

Паллӑ ҫыннисем

  • Васильев Фёдор Семёнович (1920–2000) — композитор, педагог. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. СССР Композиторӗсен пӗрлӗхӗн членӗ. Чӑваш музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ.


 
Категорисем: Тури Панкли
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-13 08:43:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 33 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем